Донбассра Чăваш Республикинчи строительсем нумай хутлă çуртсене йĕркене кĕртме пуçланă. Ентешсем ку уйăхра Мариуполь хулинче ĕçлеççĕ. Çурт-йĕре юсаса çĕнетме пулăшасси çинчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Донбассра пулнă чухне унти ертӳçĕсемпе калаçса татăлнăччĕ.
Строительсен çывăх вăхăтра Мариуполь хулинче 8 çурта пурăнма юрăхлă тумалла. Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен ĕçченĕсем çуртсене çӳп-çапран тасатма пуçланă, юрăхсăр тăрăсене сӳтсе пăрахнă. Ăшăтмалли тытăма йĕркене кĕртессипе те тимлеççĕ. Çуртсем мĕнле шайра пулнине пĕтĕмĕшле тишкернĕ. Тăваттăшне тĕпрен юсамалла, ыттине вара пăсса çĕнĕрен тумалла пулать. Объектсем патне юсама кирлĕ материал кӳме пуçланă. Çавăн пекех полипропилен пăрăхĕсем, радиаторсемпе чӳречесем, тăрă витме хатĕрсем илсе килнĕ. Икĕ çуртра ăшă тытăмне сӳтсе пăрахнă. Чăваш Республикин строительство министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, хальлĕхе унта 136 çын тăрăшать, икĕ техника ĕçлет.
Ещё видео!