Атăл – Раççейре çеç мар, Европăри юханшывсенчен чи вăрăмми. Унăн тăршшĕ виçĕ пин çурă çухрăм ытла. Çулсерен Атăлта 250 кубла километр шыв юхса иртет. Анчах та экологсене çулсерен çут çанталăк пуянлăхĕ вараланни, шыв пахалăхĕ улшăнни пăшăрхантарать. Атăл шывне тĕпчес тĕллевпе «Юханшыв хуралĕнче» юхăм пуçарнă, ку - Мускав Патшалăх университечĕн ăсчахĕсен шухăшĕ. Малалла кун пирки тĕплĕнрех.
![](https://i.ytimg.com/vi/LfMiz2eVqc0/maxresdefault.jpg)