Паян ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсемшĕн хĕрӳ тапхăр. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çапса тĕшĕлемелле, кĕрхисем валли çĕр хатĕрлемелле. Çав вăхăтрах «Ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче» текен каларăша асра тытса ешĕл апат хатĕрлессипе те тимлемелле.
Пахалăхлă утă, сĕтеклĕ сенаж тата силос вăхăтра хывсан ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене нимĕн те хăратаймĕ. Хальлĕхе нумай çул ӳсекен курăка 79 000 яхăн гектар çинче, пĕр çул ӳсекеннине 9 000 ытла гектар çинче çулнă. Чăваш Енри ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, 87 000 ытла тонна утă управа хунă, планпа вара 115 000 пăхса хăварнă. Улатăр, Канаш, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче план тултарнă.
Çав вăхăтрах Красноармейски тата Вăрнар районĕсенче кирлин çуррине те хатĕрлеймен-ха. Выльăх-чĕрлĕх тытакан хуçалăхсем ĕне-вăкăр утăпа кăна хĕл каçарнипе тивĕçлĕ чухлĕ ӳт хушманнине, сĕт антарманнине лайăх чухлаççĕ. Çавăнпа сенаж çителĕклĕ хывса хăварма тăрăшаçсĕ.
Ку енпе куславккасем пуçаруллăрах. Вĕсем техĕмлĕ апата виç хут ытларах та янтăланă. Елчĕк, Çĕрпӳ, Вăрмар, Канаш районĕсенче ку ыйтупа тек пуç хыçмалла мар, кирлĕ чухлĕ сенаж пур. Кăçал республикăра силоса пĕлтĕрхинчен 20 ытла процент сахалтарах хатĕрлеме палăртаççĕ. Хальлĕхе ăна шăтăка 13 000 тонна ытла хунă. Ку ĕçе вăрнарсем, йĕпреçсем, куславккасем, каçалсем, сĕнтĕрвăррисем, муркашсем тата Шупашкар районĕ пуçăннă
Ещё видео!