«Кĕмĕл сасă» фестиваль Шупашкарти культура институтĕнче чăвашла юрлакан шăпчăксене 19-мĕш хут пуçтарчĕ. Пултарулăх ăмăртăвне тĕрлĕ тăрăхра пурнакан 26 харкам юрăçпа 3 ушкăн хутшăннă. Вĕсенчен «кĕмĕл сасă» ята кам тивĕçме пултарассине 7 тÿре пахаланă: культурăпа искусство ăсчахĕсем, артистсем, Чăваш наци конгресĕпе наци радиовĕн ертÿçисем. Вĕсем хакланă тăрăх пуринчен нумай сас пухаканни кам пулнине сире те пĕлтеретпĕр.
![](https://i.ytimg.com/vi/nLKpKtagjoo/maxresdefault.jpg)